РЕСПУБЛИКА ШАЙĔНЧЕ ТЕ – МАТТУРРИСЕМ

РЕСПУБЛИКА ШАЙĔНЧЕ ТЕ – МАТТУРРИСЕМ

С.Антонов

Июнь уйăхĕ пирĕн шкул ачисемшĕн уйрăмах хĕрÿ вăхăт пулчĕ. Вĕсем шкула уйăхĕпех çÿресе ÿт-пĕве çирĕплетес тата ăс-тăна пуянлатас тесе тăрăшрĕç, республикăра иртекен «Зарница» тата «Орленок» вăййисен финалне хутшăнма хатĕрленчĕç.

Июнĕн 26-мĕшĕнче районсемпе хуласенче çĕнтернĕ çитмĕле яхăн команда Муркаш тăрăхĕнчи Малиновка ялĕ çу-мĕнче вырнаçнă тĕлĕнмелле хитре уçланкăна килсе çитрĕç. Çак вăйăсен «Зарница» ушкăнĕнче пурĕ 21 команда пуçтарăнчĕ, вĕсен хушшинче пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем тата яланхи пекех вăйлă хатĕрленнĕ Муркаш, Красноармейски, Шупашкар, Канаш тата ытти районпа хула командисем пулчĕç. Палăртнă тĕле вырнаçнă хыççăн финалти 41-мĕш «Орленок» тата «Зарница» вăййисене асра юлмалла хитре те илемлĕ уçрĕç. Ăна пуçлама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ С.Гапликов хутшăнчĕ, çамрăк армеецсене ăнăçу сунчĕ. Вăйăсене уçнă церемони вăхăтĕнче тата каярах стройпа утма тата юрлама пĕлнине тĕрĕслерĕç. Пирĕн шкул команди чи лайăх вунă команда хушшине лекме пултарчĕ.

Хальхи «Зарница» вăййисем тĕрлĕ енлĕ шутланаççĕ. Унта вăя тата хăвăртлăха кăна мар, ăс-тăнпа творчество пултарулăхне те тĕрĕслеççĕ. Çаксем, паллах, çĕршыва хÿтĕлекеншĕн чи лайăх енсем. Çавăнпа та вĕренекенсем вă-йăсене епле хатĕрленни шкулта ытти учитель-специалистсем мĕнле ĕçленинчен те килет. Каламасăрах паллă: кунта Т.И. Волкова физкультура учителĕн тÿпи те пысăк. Ахальтен мар ăна ятарлă «Зарница» юхăмне нумай çул хушши аталантарма тăрăшнăшăн» паллă парса хавхалантарчĕç. Çав вăхăтрах ОБЖ, право, истори, географи, культура пĕлĕвĕсем те кирлĕ. Çакна пĕрремĕш кунах Муркаш вăтам шкулĕнче ирттернĕ теори блокĕ çирĕплетрĕ. Пирĕн командăри Н.Антонова право пĕлĕвĕпе ирттернĕ «Гражданин пулма тивĕç», историпе «Геройсемпе танлаш» конкурссенче, Н. Николаев çул - йĕр правилисене пăхăнассипе малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç.

Иккĕмĕш кун çамрăк армеецсен туризм енĕпе ирттернĕ конкурсра карабинсемпе вĕрен тăрăх çырма-çатра урлă хăвăрт каçмалла, географи урокĕсенче вĕреннĕ топографи пĕлĕвĕсене кăтартмалла пулчĕ. Çак енĕпе те пирĕн команда малтисенчен пĕри пулма пултарчĕ. Уйрăмах Д.Языков, А.Зайцев маттур пулчĕç. Кун каç енне сулăнсан командăсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Кунта ачасен хитре юрлас, хăйсем çинчен сăвăлла каласа парас енĕпе пултарулăхне кăтартма тиврĕ. Çак конкурса хатĕрленме маларах ачасене Александровка ял культура çурчĕн ĕçченĕ Е.Н.Александрова пулăшнă. Малтанах ăсталăха туптани çĕнтерÿ патне çывхарма пулăшрĕ. Вăйăсене хутшăнакан пур команда та ку конкурса питĕ лайăх хатĕрленнĕ, çапах та республикăн Культура министерстви йĕркеленĕ жюри йышăнăвĕпе пирĕн шкул ачисем чи лайăх вунă команда шутне кĕме пултарчĕç. Виççĕмĕш кунĕнче çамрăк армеецсен пĕчĕк калибрлă винтовкăран тĕл персе ăмăртмалла пулчĕ. Командăри Н.Антонова тата Н.Николаев чи нумай очко пухса командăна 5-мĕш вырăна кăларма пулăшрĕç. А.Поляковпа Е.Лукина велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем тĕрĕс туса палăрчĕç.

Вăйĕсен ытти кунĕсенче çамрăк армеецсен тинĕспе çыхăннă тупăшура вăй виçмелле, чупса тĕрлĕ чăрмавсемпе кĕрешмелле пулчĕ. Автомата салатса пуçтарнă çĕрте уйрăмах И.Ефимов, М.Кокшина, И.Мухин маттур та ăста пулчĕç.

Вăйăсен кашни кунĕнчех армеецсем хăйсен çинчен çырса тата ÿкерсе «Боевой листок» çинче каласа пачĕç. Ăна творчествăлла конкурс шутне кĕртсе хакларĕç. Кунта Н.Антонова тата Д.Языков ÿкерсе палăрчĕç. Вĕсем çак конкурсра иккĕмĕш вырăна тухрĕç.

Юлашки, улттăмĕш кунĕнче, ир-ирех ачасем патне савăнăçлă хыпар çитрĕ: Александровка шкулĕн команди, республикăри финалти вăйăсенче, пĕтĕмĕшле илсен иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Шкулăн паянхи çамрăк армеецĕсем хăйсенчен маларах вĕренсе тухнă аслă юлташĕсенчен тĕслĕх илсе район тата шкул чысне çÿлте тытрĕç, мухтавлă йăлана малалла тăсрĕç. Çак ятпа вĕсене Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова саламларĕ. Вăл ĕçлемесĕр нихăçан та çитĕнÿ тума май çуккине палăртса çамрăк армеецсене вăй-хăват, тÿсĕмлĕх тата тăрăшулăх сунчĕ.