Успех юнармейцев школы

Район чысне урмаелсемпе александровкăсем хÿтĕлĕç

22.05.2010
"Каçал Ен"
М.Илларионова

Майăн 18—20-мĕшĕсенче вăрман хĕрринчи уçланкăра ирттернĕ вăйăсенче пур шкулти ачасем те маттур пулчĕç. Çамрăк армеецсем ăсталăхне, пултарулăхне, ăсне, вăйне виçĕ кун ăмăртусенче кăтартрĕç.

Малтанхи кунах çамрăк армеецсем стройпа утрĕç, юрăсем мĕнле пĕлнине те кăтартса пачĕç. Кунта пĕринчен пĕри маттуртарах, яштакарах пулма тăрăшрĕç. Вăл «Яштак та кĕрнеклĕ — хисепе тивĕçлĕ» девизпа иртрĕ. Кашни команда Раççей хĕç-пăшаллă вăйсен формисене тăхăннă. Хĕсметре тăракан чăн-чăнçар çыннисем пек тыткалаççĕ хăйсене. Çамрăк армеецсен стройпа утма, тĕрлĕ командăсене тивĕçлипе пурнăçлама пĕлмеллине кăтартса пачĕç те ĕнтĕ çак конкурсра.

Стройпа тата юрласа утас енĕпе вăтам шкулсем хушшинче чи пултаруллисем Комсомольски 2-мĕш, Урмаел тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсенче пĕлÿ пухакансем пулчĕç.Тĕп шкулсенчен вара ăсталăхпа тăманлăвыçлисене, александровкăсене тата анаттимĕрчкассисене çитекеннисем пулмарĕç.

Пулас салтакăн пăшал тытма, тĕл пеме пĕлмелле. Пневматикăлла винтовкăран мишеньсене персе тĕл лектерессипе вăтам шкулсен командисем хушшинче Комсомольски 1-мĕш, Нĕркеç тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенчи çамрăк армеецсем чăн-чăн снайперсем пулнине çирĕплтерĕç. «Зарница» вăййисенче çак енĕпе Александровка, Чĕчкен тата Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕсенче вĕренекенсем маттур пулчĕç.

Виççĕмĕш конкурс — чăрмавсене çĕнтерсе дистанцие парăнтарасси. Çак ăмăрту ачасен спортри пиçĕхĕвне туллин палăртать. Ку енĕпе вăтам шкулсем хушшинче нĕркеçсем пĕрремĕш, кĕçĕнçĕрпÿелсем иккĕмĕш, çĕнĕмăратсем виççĕ-мĕш вырăнсене тухрĕç. Тĕп шкулта вĕренекенсен кăтартăвĕсем те аван. Анаттимĕрчкассисем, александровкăсем тата хиртиявăшсем пурне те хыçала хăварчĕç.

«Чи вăйли тата вăр-варри» конкурс та хĕрÿ иртрĕ. Çакăнта Шурут, Аслă Чурачăк тата Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем чи маттуррисем пулчĕç. Тĕп шкулсенчен вара чĕчкенсене, хырхĕррисене тата тăманлăвыçлисене çитекенни пулмарĕ.

Вĕренекенсен ăмăртура пушарник те пулма тиврĕ. Командăри кашни ачан пушар сÿнтерекен ĕçре вăй хуракансен тумĕсене кĕске вăхăтра тăхăнса, тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарса вут-кăвар сÿнтермелле пулчĕ. Çак ăмăртура шурутсем пĕрремĕш, тукаймишерсем иккĕмĕш тата хиртимăнтăрсем виççĕмĕш вырăнсене алăран ямарĕç. Александровка, Чĕчкенпе Тăманлă Выçли тĕп шкулĕсенчи çамрăк армеецсем те пушара ăста сÿнтерекенсем пулнине çирĕплетрĕç.

Çак вăйăсенче ачасен туристсен вăрттăнлăхĕсене те уçса памалла пулчĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, вăрман çывăхĕнче пурăннипе-ши, ку тупăшура пуринчен те малтисем пулчĕç, шурутсемпе урмаелсем иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Тăманлă Выçли, Александровка тата Хирти Явăш тĕп шкулĕсенчи çамрăк армеецсем те ăсталăх кăтартрĕç.

Çавăн пекех ачасем тинĕсе тухсан та çухалсах каймĕç тесе шутлас килет. Ку енĕпе ирттернĕ ятарлă конкурс та çакна çирĕплетсе пачĕ. Кунта Комсомольски 2-мĕш, Урмаел, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем «Орленок» вăййинче маттуррисем пулчĕç. Тăманлăвыçлисем, александровкăсем, чĕчкенсем те «Зарница» вăйăра лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç.

Велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнмалли ăмăрту та интереслĕ иртрĕ. «Хăрушсăрлăх урапи» конкурса районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ С.Г.Абржин йĕркелерĕ. Конкурсра урмаелсем пĕр-ремĕш, нĕркеçсем иккĕмĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕ-ренекенсем виç-çĕмĕш вырăна тухрĕç. Александровка, Чĕчкен тата Тăманлă Выçли тĕп шкулĕсенчи ачасем те пултаруллă.

«Зарницăпа» «Орленокра» теори блокĕсен конкурсĕ те ăстасене палăртрĕ. Çакăнта ачасем хăйсен пĕлĕвĕпе аслисене те тĕлĕнтерчĕç пулĕ. Конкурса вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хуравсене тулли пачĕç, тăван тавралăха, историне пĕлнине çÿлти шайра кăтартрĕç. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Урмаел вăтам шкулĕсенчи çамрăк армеецсем тарăн пĕлÿллĕ пулнине çирĕплетрĕç.

Александровкăсем, хирти-явăшсем, тăманлăвыçлисемпе хырхĕррисем те çак ăмăртура лайăх енчен палăрчĕç.

Виçĕ куна пынă ăмăртусем кăна мар, çумăрлă, тĕксĕм тăнă çанталăк та çамрăк армеецсем чăтăмлă пулнине палăртрĕ.

Вăйăсене хутшăнакан пур команда та аван хатĕрленнĕ. Анчах та хуть ăçта та маттурисем хушшинче чи маттуррисем пулаççĕ. Виçĕ куна тăсăлнă хĕрÿ кĕрешÿсенче пĕрремĕшсем — Урмаел, иккĕмĕшсем — Комсомольски 2-мĕш, виççĕмĕшсем — Шурут вăтам шкулĕсем.

Тĕп шкулсенче вĕренекенсен кăтартăвĕсем те аван. Александровкăсем — пĕрремĕш, тăманлăвыçлисем иккĕмĕш, анаттимĕрчкассисем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Çĕнте-рÿçĕ-командăсене районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А. Максимов, «Орленок» тата «Зарница» вăййисен командующийĕ А.В.Пундяков Хисеп грамотисем, кубоксем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.

Кăçал республика шайĕнче район чысне урмаелсемпе александровкăсем хÿтĕлĕç.


Комсомольский район Чувашской Республики