Съезд ĕçне хутшăннă

Майăн 18—19-мĕшĕсенче çĕр-шыври чи пултаруллă право тата обществознани учителĕсем, хисеплĕ ученăйсемпе экспертсем, хамăрăн тата ют çĕр-шывсен паллă политикĕсем, патшалăх органĕсенче тимлекенсем Санкт-Петербургри чи чаплă вырăнсенчен пĕрне — ĕлĕк Сенат тата Синод вырнаçнă, халĕ вара Раççейĕн пĕрремĕш президенчĕн Б.Н.Ельцинăн ячĕпе хисепленекен библиотекăна пуçтарăннă. Съезд ĕçне Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери юридици форумĕн мероприятийĕсен шутне кĕртнĕ. Ăна Раççей Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине халалланă.

Съезда хутшăнакансене Раççей Президенчĕ В.В.Путин саламласа çыру янă. Ун ĕçне Федераци Совечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Торшин, Патшалăх Думин вĕрентÿ комитечĕн председателĕ В.А. Никонов, Раççей Президенчĕн советникĕ В.Ф.Яковлев, вĕренÿ тата наука, юридици министрĕ-сен çумĕсем Н.В.Третьяк, Е.А.Борисенко тата ыт. те хутшăннă.

Съездра право пĕлĕвне тата право культурине ÿстермелли наукăпа практика, вĕрентÿпе методика мелĕсене пăхса тухнă. Çак ĕçре Раççей Конституцийĕ питĕ паллă вырăн йышăннине, унăн пĕлтерĕшне çÿллĕ вырăна хума кирлине палăртнă. «Право культурине ÿстерессинче, çынсен гражданла позицийĕсене вăйлатассинче, патриотизм туйăмне вăратассинче шкулăн тÿпи пысăк», — тенĕ Президент хăйĕн Çырăвĕнче. Çавăнпа та шкулăн вĕрентÿсĕр пуçне воспитани ĕçне те пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен калаçу пынă.

Съезд ĕçне Чăваш Республикин делегацийĕ те хутшăннă. Делегаци шутне ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чи пултаруллă учительсене кĕртнĕ. Вĕсем хушшинче пирĕн районти Александровка тĕп шкулĕнче обществознани предметне вĕрентекен Сергей Витальевич Антонов та пулнă. Унăн вĕренекенĕсем нумай çул ĕнтĕ право тата обществознани предмечĕсен олимпиадисенче республика шайĕнчи çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ. Кăçал та Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Наталия Мукшина — обществознани предмечĕпе иртнĕ олимпиадăн çĕнтерÿçи, Александровка тĕп шкулĕн вĕренекенĕ Эдуард Антонов право олимпиадин призерĕ пулса тăнă. «Правăпа обществознани учителĕн ачасене хăйсен прависене пĕлме тата тивĕçĕсене пурнăçлама вĕрентмелле. Унсăрăн çамрăк çынсем тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме те, çут çанталăк пурлăхне упрама та, аслă ăрăва хисеплеме те, çĕр-шыв пуянлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме те вĕренеймĕç», — тет Сергей Витальевич.