Çĕннине пĕлме ăнтăлать

22 февраля 2017 г.

 Яш каччă спортпа туслă, географипе кăсăкланать, шкул пурнăçĕнче хастарлăхпа палăрать тата питĕ ăслă, тарăн шухăшлама пĕлет. Олимпиадăсене, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерỹçĕ те пĕрре кăна мар пулнă. Ахальтен мар Александровка тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлỹ пухакан Дмитрий Зайцев - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ.

- Стипендие тивĕçнине пĕлсен питĕ савăнтăм. Пысăк та ырă кĕтменлĕх пулчĕ вăл маншăн, - хаваслăн пĕлтерчĕ маттур каччă. - Вĕрентекенсене пурне те тав тăвас килет. Вĕсенчен кашниех пире ыррине вĕрентет, çутă пуласлăх патне çитме çул уçса парать.

Çыннăн малашнехи пурнăçĕн никĕсне вăл пĕчĕк чухнех хывмалла. Мĕн ачаран сывă пурнăç йĕркине хăнăхса, ырă хутшăнусене хакласа çитĕнекен кукăр çулпа каймĕ, çĕршыва юрăхлă çын пулĕ. Димăна та ашшĕпе амăшĕ, аппăшĕ мĕн пĕчĕкрен спортпа, кĕнекепе туслаштарнă. Кĕçĕннисем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ-çке.

Ăмăртăва, конкурса хутшăнакан кашни çынах хăйĕн умне çитĕнỹ тума тĕллев лартать. Дима та çавăн пекех. Малти вырăна тухас тесе вăл вăй-халне хĕрхенмест, кунĕпех кĕнеке вулама та пултарать. Ялан нумай пĕлме ăнтăлаканскер, кĕнекесĕр пурăнма пултараймасть. Ытларах ăслăлăхпа çыхăннисене кăмăллать. Çут çанталăкпа, историпе те шутсăр интересленет.

Шкул ачисем кĕнеке вулама ăнтăлманни хастар вĕренекене питĕ пăшăрхантарать.

Ăçта мĕнле чĕрчунсем пурăннипе, мĕнле ỹсен-тăран çитĕннипе те кăсăкланать Дима. Шкулти "Юный эколог" кружок членĕ вăл. Çавна май тавралăха упрас, ăна тирпей-илем кĕртес ĕçре каччă хастаррисенчен пĕри. Ахальтен мар вĕсем Мария Шишкина педагог ертсе пынипе çулсеренех республикăри çамрăк экологсен слетне хутшăнаççĕ, конкурссенче мала тухаççĕ. Тĕслĕхрен, 2015 çулта йĕркеленĕ слетран Александровка тĕп шкулĕн команди чылай Дипломпа таврăннă. Дима экологипе турист маршручĕн конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна, экологи сукмакĕ, стена хаçачĕ, практика турĕн ăмăртăвĕсенче 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене алăран вĕçертмен. Вĕренекен пур çĕре те çитсе курас ĕмĕтпе пурăнать. Çак кунсенче вара Дима Крыма тухса кайрĕ. Унта вăл "Артек" ача-пăча лагерĕнче сывлăхне çирĕплетĕ, ăсталăхне ỹстерĕ. Каччă унта çитсе курма тахçантанпах ĕмĕтленнĕ.

Дима республика, район шайĕнчи предмет олимпиадисенче те тăтăшах малти вырăна тухать. Мухтанма юратмасть вăл, ытларах тăрăшса вĕренесчĕ тесе ĕмĕтленет. Хатĕрленмесĕр çитĕнỹ пулас çуккине аван пĕлет.

Пĕлтĕр, сăмахран, арçын ача Кино çулталăкне халалласа йĕркеленĕ регионсем хушшинчи ачасен пултарулăхĕн "Кружева слов" конкурсĕн "Сказка" номинацийĕнче 2-мĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен предмет олимпиадисен районти тапхă-рĕнче Дима технологи, географи, литература, КРК предмечĕсемпе призер пулса тăнă.

Сисĕнмесĕрех шкул вăхăчĕ те иртсе каять. Тăххăрмĕш класс каччи малашлăх пирки шутлама тытăннă та, инженер пулас ĕмĕтпе çунатланать. Çак ĕç хальхи вăхăтра чи кирлисенчен пĕри тесе шутлать вăл. Эппин, шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса ĕмĕте пурнăçа кĕртмелле çеç.

Стипенди укçине мĕнлерех тăкакламаллине хальлĕхе палăртман-ха Дима, вăл кирлĕ çĕре каясси пирки пĕрре те иккĕленмест.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"